АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кичемленме вăхăт пулмĕ

15 октября 2014 г.

    Кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта вăхăта культурăллă ирттерме кăмăллакансем валли районта октябрĕн 11-мĕшĕнче пултарулăх сезонĕ уçăлчĕ. Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн фойинче çав кун ал ĕçĕсен куравĕ йĕркеленĕччĕ. "Каçал енĕн пултаруллă çыннисем" кĕнеке выставкипе тĕп библиотека ĕçченĕсем паллаштарчĕç.

    Пултарулăх сезонне савăнăçлă уçнă çĕре хутшăнакансене Комсомольски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Силивестров, район администрацийĕн культура секторĕн заведующийĕ Василий Васильев, культурăпа кану центрĕн директорĕ Мария Илларионова саламларĕç. Çулла Алтай Республикинчи фестивале хутшăннăшăн "Кубняночка" фольклор ушкăнĕн членĕсене çав субъектăн культура министрĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Унсăр пуçне тĕрлĕ пултарулăх коллективĕсен хастар участникĕсене, центрпа тачă çыхăну тытакансене, юбилярсене Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç.

   Çакнашкал кану кунĕсем иртнĕ шăматкун кашни ял поселенийĕнчех иртнĕ, вĕсенче юрра-ташша юратакансем, театр коллективĕсене çỹрекенсем ял çыннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă, ырă кăмăл парнеленĕ.

                                                                                                                                                                                                                                  Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика