15 октября 2014 г.
Вĕренỹре тата обществăлла ĕçре хастар ачасене район администрацийĕн пуçлăхĕн ятран паракан стипендийĕпе кашни çулах хавхалантараççĕ. Кăçал асăннă стипендие вăтам шкулсенче пĕлỹ пухакан 18 ача тивĕçнĕ. Вĕсем: Леонид Мальчиков, Александр Соловьев, Ирина Тимофеева, (Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ), Ольга Ефремова, Елена Индюкова (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ), Екатерина Шакмакова (Асанкасси), Айсылу Гайнутдинова, Радиф Гимальтдинов (Урмаел), Ксения Козлова (Шурут), Светлана Ильина, Полина Рябчикова (Кĕçĕн Çĕрпỹел), Юнус Шакиров (Тукай Мишер), Анастасия Абукина (Хырай Ĕнел), Ольга Макарова, Екатерина Соловьева (Çĕнĕ Мăрат), Татьяна Афанасьева (Хирти Мăнтăр), Надежда Белкина, Анастасия Тишова (Нĕркеç). Вĕренекенсене малашне те ăнăçу сунатпăр.
Район сайтĕнчен.
Источник: "Каçал Ен"