11 октября 2014 г.
Камсем-ха вĕсем, паянхи ватăсем? Чи малтанах - Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем. Мĕнле пурнăçпа пурăнаççĕ-ха пенсионерсем? Укçи-тенки çителĕклĕ-и? Статистиксем Чăваш Ен пенсионерĕн портретне хатĕрленĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе илес пулсассăн, Чăваш Енре пурăнакан кашни виççĕмĕш çын - пенсионер.
Республикăра пенси çулĕсенчи 350 пин ытла çын пурăнать (199 пин - хулара, 153 пин - ялта). Вĕсенчен ытларахăшĕ - 118 пине яхăн çын - Шупашкарта тĕпленнĕ, Çĕмĕрле районĕнчи пенсионерсен йышĕ чи пĕчĕкки - 4 пине яхăн.
Республикăра хĕрарăм-пенсионерсем арçынсенчен 2 хут ытларах. 2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх перепиçĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшỹллĕн республикăра 100 çултан иртнĕ 42 çын шутра (8 арçын, 34 хĕрарăм) пулнă. Ватă çынсене ĕç пенсийĕсемпе тивĕçтереççĕ. Пенсин вăтам виçи - 9282 тенкĕ. Хулара пурăнакансен вăтам пенсийĕ - 9611 тенкĕ, ялтисен - 8220 тенкĕ. Хĕрарăмсен вăтам пенсийĕ - 8884 тенкĕ, арçынсенчен 3,7 процент сахалрах.
Республикăри кашни виççĕмĕш пенсионер - 115 пин çын - пенсие тухнă пулин те тĕрлĕ ĕçре тăрăшать. Вĕсенчен 38 пинĕ - арçынсем, хĕрарăмсем - 77 пин. Ватăсенчен ытларахăшĕ хулара ĕçлет. Сăмахран, 2013 çулхи кăтартусемпе килĕшỹллĕн пенсири 1,6 пин çын ĕç шыранă. Хăшĕсем хăйсен уйрăм хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ.
Ватăсем çулĕсене пăхмасăрах вăхăта усăллă та интереслĕ ирттерме тăрăшаççĕ. Вĕсен канăвне çỹллĕ шайра йĕркелес тесе патшалăх та сахал мар тимлĕх уйăрнă. Сăмахран, 2013 çул вĕçне республикăра инвалидсене тата ватăсене социаллă пулăшу паракан стационарлă 9 учреждени ĕçленĕ. Унпа пĕрлех пĕччен юлнă ватăсен ятарлă çуртĕнче 44 çын пурăннă тата социаллă пулăшу кỹрекен 24 центр пур. Халăха социаллă пулăшу кỹрекен центрсемпе уйрăм ĕçченĕсем 3721 çынна килте пăхса тăнă.
Паянхи ватăсем кун-çул уттинчен юлмасăр пурăнаççĕ: социаллă сетьсенче калаçаççĕ, çырусем çỹретеççĕ. Сăмахран, 2013 çулхи кăтартусемпе 55-74 çулсенчи ватăсенчен 14,5 проценчĕ çăмăллăнах интернета тухнă, унти хыпарсемпе паллашнă, электрон библиотекăсемпе усă курнă, тăванĕсемпе калаçнă. Пенсионерсем алă усса ларакан çынсем мар, çакна вĕсем тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ.
ЧĂВАШСТАТ.
Источник: "Каçал Ен"