11 октября 2014 г.
Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум иртрĕ. Çак форум вăхăтĕнче нумай мероприяти пулчĕ. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем йышлă хăнасене йышăнчĕç.
"Раççей - спорт çĕршывĕ" Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕн пĕрремĕш кунĕ хула çыннисем "çăлтăрпа" ирхи зарядка тунинчен пуçланнă. Шупашкарсемпе Раççей телекуравĕн паллă, сумлă спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев зарядка ирттернĕ. Зарядкăна хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Шупашкар мэрĕ Леонид Черкесов саламланă. Шупашкарти Хĕрлĕ тỹремре республикăри фитнес-аэробика федерацийĕн президенчĕпе Оксана Вербинапа спорт шкулĕнче вĕренекенсем ертсе пынипе республика влаç органĕсен ĕçченĕсем, хулари предприяти-организацисенче ĕçлекенсем, студентсемпе шкул ачисем, спорт ветеранĕсем, сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем - пурĕ 3 пин ытла çын - зарядка тунă.
Çав кунах Пĕтĕм тĕнчери çуран утассипе иртекен кун старт илнĕ.
"Спортри пĕрлĕхре - тĕнче тăнăçлăхĕ, пĕтĕм ĕçсен стратегийĕ" пленарлă лару Çĕнĕ Шупашкарти "Сокол" Пăр керменĕнче иртнĕ. Ăна Раççей Федерацийĕн спорт министрĕ Виталий Мутко ертсе пынă. Форума хутшăнакансене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă.
- Паян Шупашкарта физкультурăпа спорта аталантарас ыйтусемпе Пĕтĕм Раççейри V форума уçрăмăр. Пирĕн çĕршыв Пĕтĕм тĕнчери спорта аталантарас тĕлĕшпе сулмаклă вырăн йышăнать. Спортри ăсталăха ỹстерессипе тата кашни регионтах физкультурăпа спортра массăлăха малалла аталантарассипе курăмлă ĕçлетпĕр. Эпĕ шанатăп, хамăр çĕнсе илнĕ позицие тата çỹллĕрех шая çĕклĕпĕр, - тенĕ Владимир Владимирович. "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума хутшăнакансене пурне те РФ Правительстви ячĕпе Шупашкарта çĕршыври физкультурниксемпе атлетсен çулталăкри чи пысăк пухăвĕ пуçланнă ятпа ăшшăн саламланă.
Ларура çавăн пекех Аркадий Дворкович вице-премьер, Мариус Визерпа Вильфред Лемке, "Спорт пуриншĕн те" Пĕтĕм тĕнчери Ассоциаци Президенчĕ Хо Чонг, пĕтĕм тĕнчери шахмат федерацийĕн (ФИДЕ) президенчĕ Кирсан Илюмжинов, Раççей Олимп комитечĕн ертỹçи Александр Жуков, Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ, спорт министрĕсем Дмитрий Ливановпа Виталий Мутко сăмах каланă.
Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр! Шупашкарти "Спартак" физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли комплексăн стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" (ГТО) физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи кун иртнĕ. Ку нормативсене пурнăçлас тĕллевпе тĕрлĕ ỹсĕмри - 11 ушкăнри - 1000-е яхăн çын килнĕ. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура уçма РФ спорт министрĕн çумĕ, Олимп чемпионĕ Павел Колобков, министерствăн физкультурăпа массăллă спорт аталанăвĕн департаменчĕн ертỹçи Марина Томилова, ЧР спорт министрĕн çумĕ Алексей Яковлев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хутшăннă. Павел Колобков спорта юратакансене уяв ячĕпе саламланă май кăçал Владимир Путин Президент Раççейре ГТО нормисене çĕнĕрен ĕçе кĕртесси пирки калакан хушăва алă пуснине аса илтернĕ. 4-ран пуçласа 8 норматив таран пурнăçлакансем çитес çул çуркунне ГТО паллисене илме пултарнине каланă.
"Спорт сирĕн пурнăçăн пĕр пайĕ пулса тăтăрччĕ!" - тенĕ Павел Анатольевич. Алексей Ладыков темиçе кун каялла ĕç коллективĕсем "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" комплекс тĕрĕслевĕсем витĕр тухни çинчен каланă. Спорт уявне Раççей Геройĕ, виçĕ хут Олимп чемпионĕ, кĕрешỹçĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Александр Карелин, Раççей боксерĕ, тĕнче чемпионĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Валуев, Олимп чемпионĕ Игорь Лавров килсе çитсен стадионти халăх паллă çынсен çывăхне пынă, вĕсене карас телефонĕпе ỹкернĕ. Александр Карелин пухăннисене меллĕ самантпа усă курма, ГТО нормативĕсене пурнăçламашкăн ăнăçу суннă.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май РФ спорт министрĕн çумĕ Павел Колобков ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе 12 региона сăнав площадки туса хунине палăртнă, çак юхăма аталантарма пуçлас енĕпе ытти субъектра та ĕçлеме тытăннине каланă. "Ку енĕпе Чăваш Ен - лидерсенчен пĕри. Ахальтен мар ĕнтĕ эпир ГТО нормативĕсене йышăнмалли пĕрлехи куна шăпах кунта ирттеретпĕр. Çĕнтерỹçĕсене çитес çулхи çуркунне ылтăн, кĕмĕл е бронза паллăсем парăпăр. Шансах тăратăп, кĕçех ГТО физвоспитанин хальхи йышши çĕнĕ тытăмĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ пулса тăрĕ", - тенĕ Павел Анатольевич.
Николай Валуев манăçа тухма пуçланă ГТОна çĕнĕрен чĕртсе тăратма йышăннине ырланă. "Çак программа 2017 çулхи кăрлач уйăхĕнче пур çĕрте те старт илĕ", - тенĕ профессионал боксер. Çамрăк спортсменсене акă мĕн суннă вăл. "Хăвăр ума тĕллев лартăр, çапах çул варрине çитсен ан чарăнăр. Тĕллеве нумай ĕçлесен çеç пурнăçлама май килет". Александр Карелин ГТО кĕлетке хитрелĕхне сыхласа хăварма пулăшнине - çамрăксем пĕрмай компьютер умĕнче ларсан вăл пăсăлма та пултарать-çке - пĕлтернĕ. Хăй ку нормативсене иртнĕ ĕмĕрте пурнăçланине, кĕмĕл паллăна тивĕçнине каланă.
Çав кунах Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексĕн федераци порталĕн тата паллисен презентацийĕ иртнĕ.
Источник: "Каçал Ен"