08 октября 2014 г.
Çитĕнекен ăрăвăн канăвне усăллă йĕркелесси - аслисен тивĕçĕ. Çак тĕллевпе ачасене лагерьсемпе санаторисенче канма майсем туса пани вырăнлă. Сăмахран, ачасем çулла çеç мар, вĕренỹ çулĕ вăхăтĕнче те хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ.
Акă, ноябрь уйăхĕнче, кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче, ачасем "Чайка", "Салют", "Белые камни", "Грязелечебница" лагерьсенче сывлăхне çирĕплетме пултараççĕ. Путевкăсен вăтам хакĕ 5 пин тенкĕ. Çак хакăн 20, 30, 50 процентне ашшĕ-амăшĕсем саплаштараççĕ. Сăмахран, Чăваш Республикинчи пурăнмалли минимумăн кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран иртмесен лагере каякан ачашăн путевкăн 20 процентне, 150-200 процент пулсан 30 процентне, 200 процентран иртсен путевка хакĕн 50 процентне тỹлемелле. Ачасене канма ярас текен ашшĕ-амăшĕн район админи-страцийĕн вĕренỹ пайне пымалла, заявлени çырмал
Тĕплĕнрех 5-13-05 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
А.ЯКОВЛЕВ.
Источник: "Каçал Ен"