08 октября 2014 г.
ЧР Ял хуçалăх министерствипе хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата ытти техникăна асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пĕрлехи хушăвĕпе октябрĕн 6-26-мĕшĕсенче республикăра смотр-конкурс иртет. Çак вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсенчи тата фермер хуçалăхĕсенчи техникăна мĕнле упранине тĕрĕслеççĕ. Хĕл каçма лартакан тракторсене, автомашинăсене, ытти техникăна чи малтанах юсамалла, çуса тасатмалла, йĕркене кĕртмелле.
Плугсемпе культиваторсем, дисклă сỹресем, сеялкăсем çине те тимлĕх уйăрмалла. Вĕсен ĕçлекен, çаврăнакан пайĕсене тутăхран çу сĕрмелле. Çак ĕçсене вăхăтра пурнăçлани темрен те паха. Техникăпа ытти ял хуçалăх агрегачĕсене ятарлă гаражсенче, складсенче упрани вырăнлă. Çавăнпа та районти ял хуçалăх предприятийĕсем ĕçсене вĕçленĕ май техникăна тасатса, юсаса упрама лартасса шанатăп. Асăннă смотр-конкурсра районти хуçалăхсем пĕрре кăна мар çĕнтернĕ, кăçал та çаплах пултăр.
С.КОКАРЕВ.
Источник: "Каçал Ен"