АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малти вырăнсене çĕнсе илнĕ

08 октября 2014 г.

    Июль - сентябрь уйăхĕсенче "Чăваш Енри çуран çỹрекен çамрăксем" проектпа килĕ-шỹллĕн йĕркеленĕ "Правила дорожного движения" республикăри конкурсăн зонăри тапхăрĕ Патăрьелĕнче иртнĕ. Конкурса республикăри ача-пăча библиотеки тата Елена Светлова çыравçă йĕркелеççĕ.

   Жюри членĕсем Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенчен тăратнă 111 ĕçпе паллашнă, пăхса тухнă, чи маттуррисене палăртнă. Вĕсен йышĕнче "Пучах" ача сачĕн воспитанникĕсемпе ĕçченĕсем пулни уйрăмах савăнтарать.

   "Ỹкерчĕк" номинацире Виктория Степанова, "Алă ĕçĕ" номинацире Аня Пермякова 3-мĕш вырăнсене тухнă. "Чи лайăх сценари" хатĕрлессипе музыка учителĕ Альмира Кислякова палăрнă, вăл - 2-мĕш вырăнта. Зинаида Ксенофонтова, Танзиле Каримуллина воспитательсем "Чи лайăх мероприяти" номинацире 2-мĕш тата 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Конкурс çĕнтерỹçисен ĕçĕсене республикăра тепĕр хутчен хаклаççĕ, ăнăçу сунатпăр вĕсене.

                                                                                                                                                                                                                              С.ТОКМАКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика