08 октября 2014 г.
Юлашки çулсенче тĕнчери тĕрлĕ çĕршывра террорла актсем çине-çинех пулни, эстремистла ушкăнсем пĕр айăпсăр çынсене хур кăтартни пурне те сехĕрлентерет. Ку хăрушă инкексем пирĕн çĕршыври халăх пурнăçне те сахал мар татрĕç. Инкексем пирĕн тăрăхра пулман пулсан та, çакă лăпланса лармаллине пĕлтермест.
Террора хирĕç тăрасси, халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕ пысăк тимлĕх уйăрать. Ку енĕпе çулсеренех ятарлă план хатĕрлеççĕ. Граждансене тимлĕхе ỹстерме хистесе информаципе пропаганда ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Çын йышлă çỹрекен вырăнсене сăнаса, тĕрĕслесе тăрассине йăлана кĕртнĕ. Паспортпа виза режимне пăсакансене тупса палăртас тĕллевпе ют регионтан килекен çынсем вăхăтлăх чарăнакан вырăнсене тĕрĕслетпĕр. Çав вăхăтрах районта пурăнакансен тимлĕ пулмалла. Иккĕлентерекен ют çынсем пуррине, çỹренине тата хăйсене ыттисенчен расна тытнине асăрхасан тỹрех полицие шăнкăравласа пĕлтермелле. Халăх нумай çỹрекен вырăнсенче, автовокзалта, обществăлла вырăнсенче, культура, вĕренỹ учрежденийĕсенче, ытти çĕрте хуçасăр сумка е рюкзак выртнине асăрхасан тỹрех тивĕçлĕ органсене пĕлтермелле. Тимлĕ пулнине нимĕн те çитмест.
А.ШИНГАЛОВ.
Источник: "Каçал Ен"