АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прокопьевсем - çулталăк çемйи-2014

08 октября 2014 г.

Прокопьевсем - çулталăк çемйи-2014

   Октябрĕн 6-мĕшĕнче районта "Çулталăк çемйи - 2014" конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта 6 çемье хутшăннă. Пĕтĕмлетỹ хыççăн "Çулталăк çемйи - 2014" ята Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи Хирти Ĕнел ялĕнче пурăнакан Прокопьевсен çемйи тивĕçнĕ. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.А.Никитина саламларĕç, парнесемпе чысларĕç.

    Григорий Анатольевич Прокопьев 1975 çулта Хирти Ĕнел ялĕнче çуралнă. Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан вăл Кỹкеçри ДОСААФра ăс пухнă. 1993 çулта каччă салтака кайнă. 1994 çулхи декабрь уйăхĕнче Чечен Республикинче Аргун ялне ирĕке кăларма хастар хутшăннăшăн "За отвагу" медале тивĕç пулнă. Салтакран килсен "Сундырь" кооперативлă предприятинче вăй хурать. Ун хыççăн хăйĕн фермер хуçалăхне йĕркелесе ярать. 2009 çултан пуçласа - Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн депутачĕ. Вăл ертсе пынипе Чечен вăрçинче пуçне хунă И.В.Быков ячĕпе ялта кашни çулах футбол турнирĕ иртет. Г.А.Прокопьев - тĕрлĕ мероприятисен спонсорĕ те.

   Ольга Вячеславовна Сĕнтĕрвăрри районĕнче спортпа туслă çемьере çуралнă. Ашшĕ, Вячеслав Михайлович Кротов - çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕ. Амăшĕ, Вера Васильевна - çăмăл атлетикăпа спорт мастерĕн кандидачĕ. 1997 çулта Çĕнĕ Кипеç вăтам шкулне пĕтерсен Оля Шупашкарти коопераци институтне товароведа вĕренме кĕрет. 1999 çулта Комсомольскинчи райпо тытăмĕнче сутуçăра ĕçлеме пуçлать. 2006 çултан мăшăрĕпе пĕрле фермер хуçалăхĕнче вăй хурать. Шкулти, ялти обществăлла ĕçсене активлă хутшăнать. Мăшăрĕпе вĕсем 3 ача çитĕнтереççĕ. Ывăлĕ Виктор та, ашшĕпе амăшĕ пекех, ялти, шкулти тĕрлĕ мероприятисенче хастар. Ытларах спорта юратать, сцена çине те тухма хапăл тăвать. Пушă вăхăтра ашшĕне хуçалăхри ĕçсене туса пулăшать. Викторăн нумай-нумай грамота, диплом, ытларахăшĕ - спорт мероприятийĕсене хутшăннăшăн. Йăмăкĕ Таня та пултаруллă, маттур хĕрача. Пушă вăхăтра юрлама, ỹкерме, вулама юратать. Кĕçĕн классен вĕрентекенĕ пулма ĕмĕтленет. Кĕçĕнни Анна хальлĕхе утма çеç вĕренет-ха. Районта çакăн пек маттур тата пултаруллă çемье пурришĕн чăнласах та савăнас тата мухтанас килет.

    Прокопьевсен çемйине "Çулталăк çемйи- 2014" ята илнĕ ятпа саламлатпăр. Вĕсене республика шайĕнчи конкурсра çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.

                                                                                                                                                                                                                                      (ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика