АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăр-варрисем - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче

08 октября 2014 г.

Вăр-варрисем - çĕнтерỹçĕсен йышĕнче

    Йăлана кĕнĕ йĕркепе, "Каçал ен" редакцийĕ кашни çулах юпа уйăхĕн пĕрремĕш вырсарни кунĕнче хаçат парнисемшĕн çăмăл атлетика эстафети ирттерет. Кăçал çак ăмăртусем октябрĕн 5-мĕшĕнче "Кĕтне" ФСК стадионĕнче пулчĕç.

    Малтанах массăллă зарядка иртрĕ. Ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ, ЧР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Татьяна Иванова спортсменсене те, курма пынисене те савăнăçлă ташă кĕввипе вăй-хала çĕклекен тата кăмăла уçакан ансат хусканусем тутарчĕ.

    Спорт уявне пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, "Каçал ен" район хаçачĕн тĕп редакторĕ Любовь Шуряшкина, райадминистрацин спорт тата çамрăксен секторĕн специалисчĕ Юрий Боровков саламларĕç, спортсменсене ăнăçу сунчĕç.

    Часах старта тăма команда янăрарĕ, районти ял тăрăхĕсемпе организацисен, шкулсен ушкăнĕсем пĕрин хыççăн тепри çил пек вирхĕнсе чупрĕç, финиша пуринчен те малтан çитме васкарĕç. Мала тухассишĕн пурте хастар тупăшрĕç. Эстафетăсенче вара, чи вăйлисем пулнине ĕнентерсе, çак ушкăнсем çĕнтерчĕç:

- Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш шкулĕн спортсменĕсене çитекенни пулмарĕ. Хирти Явăш шкулĕн вĕренекенĕсем иккĕмĕш вырăна тухрĕç, Хырхĕрри шкулĕн команди - виççĕмĕшĕ.

- Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Хырай Ĕнелпе Асанкасси шкулĕсен командисем тухрĕç, виççĕмĕшне - Аслă Чурачăк шкулĕн спортсменĕсем.

Ял тăрăхĕсемпе организацисен 6 команди ăмăртăва хутшăнчĕ. Вĕсем хушшинче Тукай ял поселенийĕнчен килнĕ спортсменсем мала тухрĕç, иккĕмĕш вырăнта - Асанкассисем, виççĕмĕш - Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн учителĕсем. Асăннă шкулти вĕренекенсем те, педагогсем те хастарлăхпа палăрса малти вырăнсене йышăнни уйрăмах савăнтарать.

    Çĕнтерỹçĕсем пурте хаçат редакцийĕн Хисеп грамотисене, пылак парнене тивĕçрĕç. Пĕрремĕш вырăна тухнă виçĕ ушкăн вара 2015 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче "Каçал ен" хаçата илсе тăрĕ. Хĕрачасем хушшинче пĕрремĕш чупавра чи лайăх кăтарту тунă Валерия Галкинана (Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕ) М.А.Илларионова ятран парне парса хавхалантарчĕ.

    "Комсомольски районĕн "Каçал ен" хаçат редакцийĕ" автономи учрежденийĕ мероприятие йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн район администрацине, спорт тата çамрăксен секторĕн специалистне Юрий Боровкова тата "Кĕтне" ФСК коллективне, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО генеральнăй директорне Кияметдин Мифтахутдинова, Татьяна Ивановăна, Комсомольскинчи культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсене тав сăмахĕ калать.

    Килес çулхи тĕл пулуччен, туссем!

                                                                                                                                                                                                                               Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика