АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен прависене хỹтĕлесси - аслисен тивĕçĕ

04 октября 2014 г.

    Октябрĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин ача прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ В.В.Рафинов тата аппарат консультанчĕсем районти ачасен правине мĕнле тытса пынине тĕрĕсленĕ. Вăл район больницин ача-пăча уйрăмне, Комсомольскинчи аптекăна, вăтам пĕлỹ паракан 1-мĕш номерлĕ шкула çитсе курнă, ĕçлекенсемпе калаçу ирттернĕ. Ачасене виçĕ çула çитиччен çăмăллăхпа усă курса им-çам илме пултарасси çинчен, вĕсене стационарта сипленмелли условисем, педиатр тухтăрсемпе тивĕçтермелли çинчен ыйту хускатнă. Шкулта ачасен апатланăвĕ, "Школьная республика" ача-пăча организацийĕ мĕнле ĕçленипе интересленнĕ. Çавăн пекех В.В.Рафинов районта пурăнакансене йышăннă. Хăйсен ыйтăвĕсемпе унта 4 çын пынă. Йышăнура ытларах пурăнакан социаллă вырăнпа тивĕçтересси, вăхăтлăха килекен ушкăнри ачасене автобуспа илсе çỹресси, ялсенчи шкул çулне çитмен ачасене садике илесси çинчен калаçрĕç. Ача прависемпе ĕçлекен аппарат консультанчĕсем попечительсен секторĕсен тата çул çитмен ачасемпе ĕçлекен комиссин ĕçĕсемпе паллашнă.

                                                                                                                                                                                                                           (ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика