АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пуçаруллисене чысларĕç

04 октября 2014 г.

    Вĕрентекен ячĕ сумлă та хисеплĕ. Вăл пуçласа парта хушшине ларнă ачана пĕлỹ тĕнчипе паллаштарать: вулама, çырма, шутлама вĕрентет. Вăлах пурнăçра професси суйласа илме пулăшать. Октябрĕн 2-мĕшĕнче, Учительсен кунĕ умĕн, районти культурăпа кану центрĕнче педагогсене чысларĕç, чи маттуррисене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе наградăларĕç.

   Пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, вĕренỹ пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ Лариса Антонова, вĕрентекенсен профсоюз председателĕ Алексей Яковлев саламларĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç. Кияметдин Мифтахутдинов кашни çулах чи лайăх педагогсене ятран преми парса чыслать. Кăçал асăннă премие Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕн директорĕ Александр Алексеевич Можаев, Нĕркеç вăтам шкулĕн биологи, хими вĕрентекенĕ Марина Васильевна Тишова, Чĕчкен тĕп шкулĕн физкультура учителĕ Андрей Аркадьевич Осипов, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн музыка вĕрентекенĕ Георгий Митрофанович Перьев, "Пилеш" ача сачĕн заведующийĕ Вероника Александровна Герасимова тивĕçрĕç

                                                                                                                                                                                                                                    (ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика