01 октября 2014 г.
Сентябрĕн 25-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче шашкăлла выляма юратакан спорт ветеранĕсем хушшинче ăмăрту иртрĕ. Çак тупăшăва тăтăшах йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Унта ветерансем хаваспах хутшăнаççĕ, хăйсен ăсталăхне тĕрĕслеççĕ. Хĕрỹ тупăшура В.И.Кисапов чи маттурри пулчĕ, вăл - пĕрремĕш. Иккĕмĕш вырăна А.И.Петров, виççĕмĕшне Н.И. Кокшин тивĕçрĕç.
"Кĕтне" ФСК ертỹçи Евгений Тихонов çĕнте-рỹçĕсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ.
- Шашка, шахмат вăййисене кăмăллакансемшĕн комплекс алăкĕсем яланах уçă, выльăр, канăр, тупăшăр, - терĕ вăл ветерансене саламласа.
В.ПУНДЯКОВ.
Источник: "Каçал Ен"