01 октября 2014 г.
Чăваш Республикинче сентябрĕн 24-29-мĕшĕсенче психикăна витĕм кỹрекен хутăшсемпе наркăмăшланнă 42 çын сиплев учрежденийĕсенчен пулăшу ыйтнă. Вĕсенчен 15-шĕ туртмалли хутăшсемпе усă курнине пула хăйсене йывăр туйнине палăртнă. Тĕп йыш - 18-21 çулсенчи каччăсем, пациентсене пурне те тивĕçлĕ медпулăшу кỹреççĕ, вĕсенчен биологи пробисем илнĕ.
Федерацин наркотĕрĕслев службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Евгений Барсуков пĕлтернĕ тăрăх, туртмалли хутăшсем сутнă икĕ çынна тытса чарнă.
Источник: "Каçал Ен"