27 сентября 2014 г.
Раççей Пенси фончĕ кашни çулах "Обязательнăй пенси страхованийĕн чи лайăх страхователĕ" конкурс ирттерет. Ăна 2015 çулхи май уйăхĕнче пĕтĕмлетеççĕ. Конкурсра кăçалхи пĕтĕмлетỹсене шута илеççĕ. Отчетсене палăртнă вăхăтра тата туллин тăратнине, взноссене куçарса панине, ĕçлекенсен обязательнăй пенси страховани тытăмĕнче регистрациленине хаклаççĕ. Çавăн пекех ĕçпе тивĕçтерекен пирки те çăхав пулмалла мар.
Конкурса 4 номинаципе палăртаççĕ. 500 çын ытларах, 100-500 çын, 100 çынна яхăн ĕçлекен предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем хушшинче иртет вăл.
Асăннă конкурсра районти предприятисем те пĕрре мар çĕнтернĕ. 2010 çулта конкурсра "Слава картофелю" агрофирма, 2011 çулта - В.С.Агамирян уйрăм предприниматель, 2012 çулта - "Урожай" колхоз", 2013 çулта Атласкинăн фермер хуçалăхĕ палăрнă. Унта районти ытти организацисемпе предприятисем те хастар хутшăнасса шанас килет. Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕ.
Источник: "Каçал Ен"