27 сентября 2014 г.
Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче йăлана кĕнĕ "Кĕр парни - 2014" ял хуçалăх ярмăркки ĕçлет. Унта сутă тумалли вырăнсене тỹлевсĕрех çирĕплетсе параççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсем, килте хушма хуçалăх тытакансем асăннă ярмăрккана хутшăнма, хулара пурăнакансене хăйсен продукцине сĕнме пултараççĕ. Унта хутшăнас ыйтупа райадминистрацин ял хуçалăх пайне 5-14-75 номерпе шăнкăравлăр.
Источник: "Каçал Ен"