АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терминал урлă тỹлеççĕ

27 сентября 2014 г.

    Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ "Шкул апатланăвĕ" проекта пуçарнă. Хальхи вăхăтра асăннă проектпа 21 шкул усă курать, вĕсенчи 13000 вĕренекенпе вĕрентекен çак мелпе усă курма ансат пулнине пĕлтереççĕ. Çитес вăхăтра проекта республикăри 16 шкулта пурнăçласса пĕлтернĕ. Çак меллĕ те ансат проектпа Чăваш Енре тата икĕ шкул иртнĕ кунсенче усă курма пуçланă (Канаш районĕнчи Шăхасанти Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тата Куславкка районĕнчи 3№-лĕ вăтам шкулсем. Пĕтĕмĕшле илсен, вĕренекенсемпе вĕрентекенсен шучĕ 1200 яхăн).

    Шкулсенче апат çинишĕн ачасем текех алăран укçа тỹлемĕç. Вĕсем валли Перекет банкĕ "Шкул картти" туса панă. Ăна банк карттипе пĕрлештермесен те юрать иккен. Чи малтанах терминалти менюра кирлĕ операци суйламалла (ирхи апат, кăнтăрлахи апат, кахал апачĕ), карттăна укçа илекен вырăна илсе пымалла та чек илмелле, унтан çак чекпа апат илме пулать. Енчен те картта çинче укçа пĕтсен, ăна Перекет банкĕн банкомачĕпе терминалĕ е "Перекет банкĕ онлайн" система урлă хушма пулать.

   Хальлĕхе Комсомольски районĕнчи шкулсенче кунашкал терминалсем лартман-ха. Çапах вăхăт нумай та иртмĕ, пирĕн вĕренекенсем те çĕнĕлĕхпе усă курма пуçлĕç. Ашшĕ-амăшĕ ачасен укçи-тенкин расхутне интернет урлă çак сайта кĕрсе пăхма пултарать: www.class-card.ru.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика