АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Атăлçи федераллă округри Канаш ларăвĕ

27 сентября 2014 г.

    Авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Оренбургра Атăлçи федераллă округри Раççей Федерацийĕн Президенчĕн полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич ирттернĕ округри Канашĕн ларăвне хутшăннă. Кун йĕркинче округри регионсенче вăтам професси вĕренĕвĕн тытăмне аталантарас ыйту пулнă. Çак темăн актуаллăхĕ - промышленноç предприятийĕсем модернизаци условийĕсенче рабочи кадрĕсене тата вăтам звенори специалистсене хатĕрленĕ чухне çĕнĕ меслетсемпе усă курма ыйтнинче.

   Михаил Бабич палăртнă тăрăх, Атăлçи федераллă округĕнче професси паракан 829 организаци ĕçлет, вĕсенче 520 пин çамрăк вĕренет. Çав шутран 128 пинĕшĕ çеç рабочи специальноçĕсене алла илеççĕ иккен. Ресурс центрĕсем тăвассипе ăнăçлă ĕçлекен тата вĕренỹ заведенийĕсен программисене хатĕрлессине ĕç паракансем хутшăнакан чи лайăх регионсен шутĕнче Чăваш Республикине те асăннă. Çавăн пекех педагогсен тата производство вĕрентĕвĕн маçтăрĕсен шалăвне ỹстерес енĕпе панă сăмаха пурнăçланă виçĕ регион шутне Чăваш Ен те лекнĕ.

    Хальхи вăхăтра кунта профессиллĕ пĕлỹ паракан организацисем 124 программăпа ĕçлеççĕ, çав шутра 28 профессипе тата 96 специальноçпа.

    Канаш ларăвне хутшăннисем округри регионсенчи ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва пăхса тухнă, предприятисем валли кадрсем хатĕрлес ыйтăва уйрăммăн тишкернĕ. Чăваш Республикинче квалификациллĕ кадрсем хатĕрлес тытăмра юлашки çулсенче палăрмаллах улшăнусем пулнă. Хальхи вăхăтра "Строительство", "Машиностроени", "Электротехника" тата "Пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕ" отрасльсемпе нумай функциллĕ центрсем ĕçлеççĕ. 2015 çулта вĕсем çумне тата виçĕ центр - "Ял хуçалăхĕ", "Транспорт", "Пулăшу ĕçĕсем" - хутшăнĕ.

                                              (Канаш ларăвĕ çинчен тĕплĕнрех редакцин www.kasal.cap.ru сайтĕнче вулама пулать).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика