06 февраля 2013 г.
Иртнĕ кунсенче прокуратура ĕçченĕсем С. заявленийĕ тăрăх тĕрĕслев ирттерчĕç. Унăн мăнукĕ, М., 3-мĕш ушкăнри инвалид, ача садне кайма черетре 193-мĕш тăрать иккен. Кукамăшĕ хÿтлĕх ыйтнă. Сăмах май, икĕ çулхи пепкен амăшĕ те ачаран виççĕмĕш ушкăнри инвалид пулнă.
РФ Президенчĕн 1992 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнчи 1157-мĕш №-лĕ «Патшалăхăн инвалидсене пулăшмалли хушма мерăсем çинчен» указĕпе килĕшÿллĕн сусăр ачасене ача сачĕсене черетсĕр вырнаçтармалла.
Тĕрĕслев тăрăх прокуратура район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе представлени янă, должноçри айăплă çынна явап тыттарни çинчен хыпар илнĕ.
Çитес кунсенче М. ача садне çÿреме пуçлĕ.
Источник: "Каçал Ен"