АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă коллективра ĕç кал-кал пырать

06 февраля 2013 г.

«НУР» производство кооперативĕнче ĕçе чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсем хушшинче — лаборатори заведующийĕпе Гульназ Садретдиновăпа Светлана Герасимова лаборантка.

Г.Садретдинова Урмаел вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухсан Шупашкарти професси училищинче повар специальноçне алла илнĕ. Каярахпа Гульназ Минсеитовна «Алга» колхозăн çĕвĕ цехĕнче çĕвĕç мотористкăра, рабочире тăрăшнă... Пилĕк çула яхăн ĕнтĕ вăл «НУРта» ĕçлет.

«Тăрăшуллă хĕрарăм. Тивĕçĕсене кирлĕ шайра пурнăçлать», — тет ун пирки производство заведующийĕ Дамира Заргирова.

С.Герасимова лаборанткăра 2012 çултанпа тимлет. Кĕçĕн Çĕрпÿел хĕрĕ кунта Ульяновскри фармацевтика колледжĕнче лаборатори технологĕн специальноçне илнĕ хыççăн тăрăшма пикеннĕ.

«Туслă коллективра ĕç те кал-кал пырать. Аслисем каласа-ăнлантарса пынине кăна итлемелле. Ĕçри наставник вăл — анне вырăнĕнчех», — терĕ Светлана.

«НУР» кооператива кашни кунах Тутарстан Республикинчен, «Труд», «Победа», «Заря» ЯХПКсенчен, «Родина», Атласкинăн, Минатуллинăн фермер хуçалăхĕсенчен пурĕ 50—60 тонна сĕт илсе килеççĕ. Унтан вара тĕрĕсленĕ, тасатса сивĕтнĕ хыççăн Сарă Ту, Саранск, Мускав хулисене тата ытти çĕре ăсатаççĕ. Çыхăну малашне тата та анлăланасса шанать кооператив ертÿçи.

Сĕтри çу шайне, белокне, йÿçеклĕхне тата ыттине те лаборатори анализĕсем кăтартаççĕ. Шăпах çавсене тĕрĕс тăвас енĕпе яваплă та ĕнтĕ Г.Садретдиновăпа С.Герасимова. Сăмах май, Гульназ Минсеитовнăн мăшăрĕ те Рамил Садретдинов кооперативра сĕт пуçтараканра 8 çула яхăн ĕçлет.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика