06 февраля 2013 г.
РФ 210-ФЗ №-лĕ «Патшалăх тата муниципаллă пулăшусене парассине йĕркелесси çинчен» федераллă саккунпа килĕшÿллĕн январьте Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕ «Универсаллă электрон картти» проекта пурнăçа кĕртме тытăнчĕ. Паянхи кун республикăра УЭК илес текенсен заявленийĕсене 3 пунктра йышăнаççĕ: Перекет банкĕн Шупашкарти уйрăмĕсенче тата «Информаципе аналитика медицина центрĕ» бюджет учрежденийĕнче. Часах Çĕнĕ Шупашкарта та çакăн евĕр пункт ĕçлеме пуçлĕ.
Хальлĕхе УЭК илес текенсенчен 200-е яхăн заявлени килнĕ. Карттăна икĕ уйăхра тÿлевсĕр майпа хатĕрлесе параççĕ. Унпа, патшалăх пулăшăвĕсемпе усă курнисĕр пуçне, банк картти пек те усă курма пулать. «ПРО 100» тÿлев тытăмĕпе усă курса çак карттăпа банкоматран укçа илме, магазинра таваршăн тÿлеме пулать.
Вăхăт иртнĕçемĕн УЭК урлă усă курма пулакан пулăшусен шучĕ ÿссех пырĕ. 2013 çул вĕçленнĕ тĕле карттăсене паракан пунктсем кашни районтах пулĕç.
Источник: "Каçал Ен"