06 февраля 2013 г.
Россия Федерацийĕн Правительствин 2013 çулхи январĕн 23-мĕшĕнче йышăннă 26 №-лĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн, ватлăхпа, инвалидсене тата тăрантаракана çухатнипе паракан пенсисем 6,6 процент ÿсеççĕ.
Чăваш Республикинче çакă 320 пин çынна, пирĕн районта 7164 çынна пырса тивет. Миçе тенкĕ ÿсесси пенсин калăпăшĕнчен килет. Чăваш Енре пенси вăтамран 570 тенкĕ, пирĕн районта 498 тенкĕ пысăкланать. Пенсин вăтам шайĕ республикăра 9325, районта 8147 тенкĕ пулать.
Республикăра пенси укçине тÿлеме уйăхсерен 182 млн тенкĕ ытларах, районта 3,4 млн тенкĕ ытларах тăкаклĕç. Инфляцие кура ĕç пенсийĕсене çулсерен индексацилеççĕ. Çавна кура апрелĕн 1-мĕшĕнчен вĕсем тата ÿсĕç. Çавăн пекех социаллă пенсисем, федераллă льготниксене паракан тÿлевсем тата соцпакет та пысăкланĕç.
Источник: "Каçал Ен"