АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » IТ-профессие суйлаччăр

24 сентября 2014 г.

     Сентябрĕн 18-мĕшĕнче ЧР Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви çумĕнчи Обществăлла совет канашлăвĕ иртнĕ. Унта республикăра IT-отрасль аталанăвне пырса тивекен актуаллă ыйтусене пăхса тухнă. 2014-2020 çулсенче Раççейре информаци технологи-йĕсене аталантармалли стратегипе килĕшỹллĕн IT-профессисем 2018 çул тĕлне чи паллă 4 специальноç хушшинче пулмалла. Çавна май Обществăлла совет членĕсем асăннă профессие аталантарас тĕллевпе ятарлă мероприятисем ирттерме палăртнă. Информаци технологийĕсен факультечĕсене уйрăмах çак çулсемпе - "Системная архитектура", "Бизнес моделирование", "Управление проектами", "IT-дизайн" - аталантармаллине пăхса тухнă. Талантлă çамрăксене тупса палăртма тĕрлĕ конкурссем йĕркелеме сĕннĕ.

    Ку енĕпе ĕçлеме пуçласа министерство проект хатĕрленĕ. Ведомство сотрудникĕсем республика шайĕнче иртекен "Будущее IT" конкурс положенине хатĕрлесе çитернĕ. Ăна 2015 çулта йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ - электрон мелпе кỹрекен муниципаллă тата патшалăх пулăшăвĕсемпе халăха усă курма вĕрентесси. Конкурса икĕ номинаципе - "IT-ученик", "Развитие IT отрасли в Чувашии" - йĕркелеççĕ. Иккĕмĕш номинацире чи лайăх видеоролика палăртаççĕ, логотипа хаклаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене парнесемпе чыслаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика