АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйсем пушанса пыраççĕ

24 сентября 2014 г.

    Районти ял хуçалăх предприятийĕсен уй-хирĕсем кунсеренех пушанса пыраççĕ. Вырма пĕтнĕ хыççăнах ял ĕçченĕсем çĕр улмине кăларса пуçтарма васкарĕç. "Иккĕмĕш çăкăрăн" лаптăкĕ пĕтĕмĕшле 1113 гектарпа танлашать пулсан, сентябрĕн 23-мĕшĕ тĕлне унăн 1052 гектарне кăларса тирпейленĕ те ĕнтĕ. Çакă пĕтĕм лаптăкăн 94,5 проценчĕ чухлĕ. Тăватă хуçалăх - "Восток", "Пайгас", "Комсомольские овощи" тата "Кызыл сабанча" - ку ĕçе çитес кунсенче вĕçлесшĕн. Пахча çимĕçе 68 гектар çинчен пухса кĕртнĕ.

   Çĕр улмин вăтам тухăçĕ 185,5 центнерпа танлашать. Чи пысăк тухăç - "Комсомольские овощи" хуçалăхра. Унта кашни гектартан 310 центнер тымар çимĕç илеççĕ. "Рассвет" ЯХПКра (270 ц), "Урожай" колхозра (210 ц) тата "Слава картофелю" агрофирмăра та (205 ц) "иккĕмĕш çăкăр" аван тухăçпа савăнтарать.

   Асăннă кун тĕлне 11919 гектар çинче кĕрхи çĕртме тунă. 504 гектар кукурузăна вырса 4620 тонна силос хывнă.

                                                                                                                                                                                                                             Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика