20 сентября 2014 г.
Районти черетлĕ информаци кунĕнче вырăна çитсе ял çыннисемпе тĕл пулса нумай ыйтăва çутатма май килчĕ. Тĕрлĕ темăна сỹтсе явнă май, вĕсемпе тата та тĕплĕнрех паллаштарни вырăнлăрах пулĕ. Шăпах çак ыйтусем çине ентеш, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО генеральнăй директорĕ Кияметдин Садыртдинович Мифтахутдинов хуравлама килĕшрĕ.
- Кияметдин Садыртдинович, октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче ЧР тĕп хулинче, Шупашкарта, Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум иртет. Çак анлă мероприятие мĕнле хаклатăр, Эсир унта хутшăнатăр-и?
- Республикăра çав тери пысăк, пĕтĕм халăха пĕрлештерекен спорт форумĕ йĕркелени кашни çыншăн, маншăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унта 50 çĕр- шыв представителĕсем килсе çитмелле. Çак форум халиччен Хусанта (2009), "Мускавра (2010), "Саранскра (2011), Якутире (2012) иртнĕ, Шупашкар - 5-мĕш хула. Асăннă форума шăпах Чăваш Енре йĕркелеме йышăнни ахальтен мар. Çак чыса республика физкультурăпа спорта аталантарассипе пуçаруллă пулнипе, 2013 çулта "Раççей регионĕ" номинацире Раççей Правительствин наци премине тивĕçнипе, 2012, 2013 çулсенче çĕршыв регионĕсем хушшинчи физкультурăпа спорт ĕçĕсене чи лайăх йĕркелекен смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăн йышăннипе тивĕçнĕ. Форумра спорт резервĕсене хатĕрлес, Пĕтĕм Раççейри "Ĕçпе хỹтĕлеве хатĕр" физкультурăпа спорт комплексне ĕçе кĕртес, Пĕтĕм тĕнчери "Спорт пурин валли те" юхăмне сарас, çĕршывра пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене - футбол вăййин çĕршыв чемпионачĕ (2018), Пĕтĕм тĕнчери хĕллехи Универсиада (2019), Шупашкар хулинчи çăмăл атлетикăн Европа чемпионачĕ (2015) - йĕркелессине сỹтсе яваççĕ. Çавăн пекех çавра сĕтелсем, пленарлă канашлусем, конференцисем иртмелле. Спортăн 8 тĕсĕпе мастер-классем йĕркелени спортсменсемшĕн, ахаль çынсемшĕн çав тери вырăнлă. Унта 400 специалист хутшăнать, вĕсенчен 170-шĕ - Чăваш Енрен.
Эпĕ те, "Газпром межрегионгаз Чебоксары" ООО та çак форумран айккинче юлмастпăр, хатĕрленỹ ĕçĕсем пуçланнă. Спортпа туслă кашни çын унта хутшăнатех, вĕсен хушшинче эпĕ те. Пирĕн "Волга"санатори 80 çынна пурăнма вырăн уйăрса панă.
- Сирĕн шутпа, Чăваш Республикинчи тавар рынокĕн шайлашулăхне тивĕçтересси мĕнле пурнăçланать?
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн августăн 9-мĕшĕнчи 113№-лĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн хушма мерăсен комплексне хатĕрленĕ. Çавна май ял хуçалăх продукцине, чĕр тавар, апат-çимĕç туса илессин калăпăшне ỹстермелле. 40 тавар хакне кулленех тĕрĕслесе тăраççĕ, вĕсен хакĕсене сăлтавсăр ỹстернине хирĕç ятарлă мерăсем йышăнаççĕ. Хамăр туса илекен продукцие сутас, республикăра пурăнакансене вĕсемпе тивĕçтерес тесе суту-илỹ ярмарккисем пурри уйрăмах аван. Сăмахран, Шупашкар, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче йĕркеленĕ ял хуçалăх продукцийĕн ярмăрккисенче 241,6 тонна çĕр улми тата пахча çимĕç сутнă. Унта ял хуçалăх продукцийĕ лавккаринчен йỹнĕрех. Унпа пĕрлех пенсионерсемпе ветерансене, инвалидсене туяннă продукцие киле тỹлевсĕрех çитерсе пани те меллĕ. Ку пулăшупа 200 çын усă курнă та.
- Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Кĕркунне çитсен ялта пурăнакансем газ котелĕсене чĕртеççĕ, кăмака хутаççĕ, электрооборудованипе те ăшăнакан сахал мар. Çынсене инкекрен сыхланма мĕнле мелсем сĕннĕ пулăттăр?
- Кĕркуннехи-хĕллехи хутса ăшăнмалли тапхăрта çынсене çав тери асăрхануллă пулма сĕнес килет. Сăмахран, газ котелĕсене чĕртиччен чи малтанах мăрьесем (дымоход) мĕнле ĕçленине тĕрĕслемелле, юсавлă-ши? Хутма пуçличчен мăрьесене тасатмаллах. Енчен те иккĕленỹ çуралсан тỹрех "04" номерпе шăнкăравламалла та ĕçченсене чĕнсе илмелле. Инкек ан пултăр тесе вырăнти газ участокĕн ĕçченĕсем килсерен техника тĕрĕслевĕ ирттереççĕ. Çав тери асăрхануллă пулăр, газ плити çине пĕçерме лартрăр пулсассăн манса, хăнана тухса ан утăр. Тĕслĕхрен, Пăрачкав рай- онĕнче пĕччен пурăнакан пĕр ватă газ плити çине витрепе шыв лартнă та хăй пĕлĕшĕ патне хăнана утнă. Шыв вĕресе пĕтнĕ, взрыв пулнă, кил-çурт çунса кĕлленнĕ. Кăçал сентябрĕн 12-мĕшĕ тĕлне республикăра 705 пушар тухнă. Вĕсенче 59 çын пурнăçĕ татăлнă, 331 çынна çăлнă. Вут-çулăмра 53,47 млн тенкĕлĕх пурлăх çунса кĕлленнĕ. Районта та пушар тухнă тĕслĕх сахал мар. Сăмахран, кăçал Тукай Мишер ялĕнче икĕ çурт тĕп-йĕрĕпех çунса кайрĕ. Вырăнти обществăлла канаш, ял çыннисем пулăшнипе вĕсем 2-3 уйăхра çĕнĕ çуртсем хăпартма вăй çитерчĕç. Нуша курас мар тесен тимлĕ пулăр.
- Тавах Сире калаçушăн!
А.ЕФРЕМОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"