АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçа-тенкĕ пĕлĕвне çĕклессипе портал уçнă

17 сентября 2014 г.

    Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ тĕлне Перекет банкĕ "Финансы просто" текен интернет-портал хута янă. Унăн тĕллевĕ - укçа-тенкĕ енĕпе халăх пĕлĕвне ỹстересси. "Финансы просто" портал 8 вĕренỹ курсĕ хатĕрленĕ:

- укçа çинчен мĕн пĕлмелле?

- укçа мĕнле куçармалла тата пулăшусемшĕн мĕнле майпа тỹлемелле?

- укçана мĕнле нумайлатма пулать? - укçа çитмен чухне мĕн тумалла?

- хаклă япаласене мĕнле майпа страхлама пулать?

- укçа-тенкĕ ĕç-хĕлне мĕнле пуçарса ямалла?

- пенсие пухас тесен мĕн пĕлмелле?

- бизнеса мĕнле майпа пуçарса яма пулать?

    Çак информаципе тата укçа-тенкĕ продукчĕпе усă куракансен пăхса тухнă материалсемпе тест витĕр тухма пултараççĕ, порталта кашни хăйĕн тăрăмне ỹстерме май пур, чи маттуррисем тĕрлĕ парнене тивĕçĕç. Пĕтĕм курса вĕренсе çирĕплетнĕ хыççăн онлайн йĕркипе экзамен тытма май пур.

    Порталăн тĕп редакторĕ укçа-тенкĕ енĕпе ĕçе тарăн пĕлсе, ăста тăвакан, "Деньги" экономика журналăн редакторĕ Максим Кваша пулĕ.

     "Укçа-тенкĕ енĕпе халăхăн пĕлĕвне ỹстересси патшалăхăн экономикине туллин аталантарассипе çыхăннă. Ку вăл çынсене укçапа çыхăннă хăрушлăхсенчен тата йăнăшсенчен хăтăлма, çавăн пекех укçа-тенке тухăçлă ỹстерме пулăшать", - пĕлтернĕ правлени Председателĕн çумĕ Александр Торбахов. Сайтăн адресĕ - www.finprosto.ru

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика