17 сентября 2014 г.
Кăçалхи августăн 19-мĕшĕнчен федераци миграци службин Раççей Федерацийĕн гражданĕсен паспорчĕсене илессипе çыхăннă патшалăх пулăшăвĕсен администраци регламенчĕ вăя кĕнĕ. Граждансен ют çĕршыва каймалли паспорта илес тесен заявлени пĕр экземпляр (ĕç вырăнĕнчен справка кирлĕ мар), РФ паспорчĕ, 18 çултан пуçласа 27 çулхи арçынсен çар билечĕ, патшалăх пошлинине тỹленин квитанцийĕ кирлĕ пулать.
Ют çĕршыва каймалли çĕнĕ паспорт киввинчен çак паллăсемпе уйрăлса тăрать:
- ют çĕршыва каймалли паспорта 10 çула параççĕ;
- суя паспортран сыхланас шайĕ пысăк;
- асăннă паспортăн страници нумай. Çакă вăл ют çĕршыва час-часах кайса çỹрекенсене аван;
- чикĕ тĕрĕслевне хăвăртрах тухма пулать, мĕншĕн тесессĕн тĕрĕслев автомат техникипе иртет.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа асăннă паспорта илнĕшĕн патшалăх пошлинин тỹлевĕ ỹсет. Ют çĕршыва каймалли çĕнĕ паспорт илме районта пурăнакансем çак адреспа заявлени çырма пултараççĕ: Чăваш Республикинчи Канаш хулинчи Раççей УФМС-ĕн районсен хушшинчи уйрăмĕнче - Канаш хули, Ленин проспекчĕ, 12-мĕш çурт.
Çавăн пекех асăннă паспорта илемелли заявление электрон мелĕпе те çырма пулать: www.gosuslugi.ru Тулли информаципе управленин интернет сайтĕнче маллашма май пур: fms21.ru
А.ГАЛКИНА.
Источник: "Каçал Ен"