АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Форума тĕплĕн хатĕрленеççĕ

17 сентября 2014 г.

    Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕршывĕ" форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнче Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ.

    Спорт форумĕ иртнĕ кунсенче хулара йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусем пирки ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕлтернĕ. "Çак тĕллевпе ятарлă оперативлă штаб туса хунă, ăна эпĕ хам ертсе пыратăп. Палăртнă мероприятисен планĕ те хатĕр",- тенĕ вăл.

    ЧР Физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене йышăнмалли Пĕрлехи куна йĕркелесси пирки каласа панă. Сергей Владимирович пĕлтернĕ тăрăх - тĕп ăмăртусем Шупашкарти "Спартак" стадионта иртмелле. Хальлĕхе унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Мĕн пур ĕçе октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. Хула спорт форумне тĕплĕн хатĕрленет. Шупашкарта пур çĕрте те пĕлтерỹсем çакнă, республикăри паллă спортсменсен сăнĕсене вырнаçтарнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика