17 сентября 2014 г.
Шăмат кун Шупашкар хулинчи "Энергия" стадионта "Советская Чувашия" хаçатăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика эстафети иртрĕ. Унта 3000 ытла çын хутшăнчĕ.
Чупăва Совет Союзĕн икĕ хут Геройне А.Г.Николаев летчика асăнса çулсерен ирттереççĕ. Ăмăртăва пухăннисене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков тата ыттисем те саламларĕç.
76-мĕш чупăва республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, патшалăх тата вырăнти влаç органĕсен, спорт ветеранĕсен, çемье, шкул, студентсен, ĕç коллективĕсен командисем хутшăнчĕç.
Эпир те айккинче юлмарăмăр, асăннă ăмăртăва хаваспах хутшăнтăмăр. Республикăри тĕп шкулсен 23 команди хушшинче Александровка шкулĕн туслă команди 3-мĕш вырăна тухма пултарчĕ. Район команди те эстафетăра 3-мĕш пулчĕ. Артемий Мартынов, Григорий Плеткин, Мальвина Корсунова, Инесса Андреева чупура ăсталăхпа палăрчĕç те. Маттур çамрăксене çитĕнỹсемпе саламлатпăр.
Ю.БОРОВКОВ.
Источник: "Каçал Ен"