АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Лару-тăрăва сỹтсе явнă

17 сентября 2014 г.

    Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра РФ гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăру тата çут çанталăк инкекĕсене сирес ĕçсен министрĕпе Владимир Пучковпа тĕл пулнă.

    Михаил Васильевич Раççей МЧС ертỹçине 2013 çулта Çĕрпỹ районĕнчи Туçи ялĕнче çуртра взрыв пулнă хыççăн пысăк пулăшу кỹнĕшĕн тав тунă. Инкек тỹснĕ çынсем халĕ çĕнĕ çуртра пурăнаççĕ.

    Республика Пуçлăхĕ юлашки 5 çулта чрезвычайлă лару-тăрура, пушарта тата шыв объекчĕсенче вилекенсен шучĕ чакнине палăртнă. Сăмахран, сентябрĕн 11-мĕшĕ тĕлне пушартан 331 çынна çăлнă, пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 56 çын ытларах. Михаил Игнатьев министра Шупашкар хулинчи Петров урамĕнчи 9-мĕш çуртри лару-тăрупа паллаштарнă. Çуртри пĕр подъездри хваттерсен стенисем çурăлнă. Авариллĕ çуртран 153 çынна эвакуациленĕ. Çавна май чрезвычайлă луру-тăрăва сирмешкĕн, инкек тỹснĕ çынсене валли çурт-йĕр хăпартма пулăшма РФ Правительство председательне Дмитрий Медведева Раççей Правительствин резерв фондĕнчен палăртнă йĕркепе çурт-йĕр сертификачĕсене уйăрма ыйтса çырнă.

    Владимир Пучков РФ МЧС Чăваш Республикинчи управлени çуртне реконструкцилеме тата Шупашкар хулинче кризисла лару-тăру управленийĕн центрне тума 80 млн тенкĕ уйăрасса пĕлтернĕ. Çавăн пекех тĕл пулура Шупашкарти пушар çĕнĕ деповне аварипе çăлав техникипе тивĕçтерессине, ĕçченсен йышне ỹстерессине, Шупашкар хули 550 çул тултарнă тĕле йĕркелемелли мероприятисен планне сỹтсе явнă.

                                                                                                                                                                                                                                     А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика