13 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче "Пирĕн Крым" выставка уçăлнă. Ăна ТАСС фотохроникин архивĕнчи сăн ỹкерчĕксенчен хатĕрленĕ. Музей директорĕ Ирина Меньшикова пĕлтернĕ тăрăх, куракансем "ИТАР-ТАСС" корреспонденчĕсем хатĕрленĕ 50 ытла сăн ỹкерчĕкпе паллашĕç. Çавăн пекех выставкăна ЧР наци музейĕн тата наци библиотекин фондĕнчи япаласемпе те пуянлатнă. Чăваш Енпе Крым историйĕ тачă çыхăнура. Женя Крутова, летчик-ентеш, шăпах Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче Крыма фашистсенчен хỹтĕленĕ.
- Раççейпе Крым пĕрлешни - ХХI ĕмĕрти чи пысăк пулăм. Крым яланах пирĕн черере упраннă. Ача чухне пирĕнтен чылайăшĕ шăпах унти "Артек" кану лагерĕнче каннă. Унăн тĕлĕнмелле тавралăхĕ пултаруллă çынсене хăйĕн патне туртнă, - пĕлтернĕ ЧР культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Вадим Ефимов выставкăпа паллашнă май.
А.МАРИЯН.
Источник: "Каçал Ен"