АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕ пулăр: ачасем!

13 сентября 2014 г.

    Августăн 25-мĕшĕнчен районта "Тимлĕ пулăр: ачасем!" профилактика операцийĕ иртет. Ачасем çул çинче инкеке лекни - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Кăçалхи 7 уйăхра регионти çул çинчи 129 инкекре ачасем аманнă. Тăваттăшĕ вилнĕ, 138-ăн суранланнă.

    Çуран çỹрекен ачасен çул урлă каçнă чухне уйрăмах тимлĕ пулмалла, мĕншĕн тесен пăтăрмах ытларах вĕсем çул çỹрев правилине пĕлменнипе, тимлĕхе çухатнипе, хумханнипе, опытлăх çуккипе пулать. Çавăнпа водительсен те питĕ тимлĕ пулмалла. Тĕслĕхрен: ача çул урлă каçма пуçланă чухне водитель çине пăхнăнах туйăнать. Анчах та ку çаплах-ши? Вăл çак вăхăтра тăпах чарăнма, малалла чупса кайма пултарать. Ăна пĕлме çук. Ку водительшĕн кĕтменлĕх. Çакăн пек пăтăрмахсем ытларах чухне хăрушлăхран хăвăртрах тарса ỹкессипе çыхăннă. Анчах та пачах тепĕр май пулса тухма пултарать.

    Тепĕр пысăк йăнăш вăл - ача çул урлă каçнă чухне сылтăм енне е сулахай енне çеç пăхни. Çавăнпа та водительсен асăрханмалла, "зебра" патне çитиччен хăвăртлăха чакармалла. Ачасене автомашина çине ятарлă кресло пулсан çеç лартма юрать. Çул çинче хăвăртлăха ан ỹстерĕр, "тимĕр лашан" рульне пĕр кăлтăксăр, чаплă ăсталăхпа тытса пынине ан шанăр, мĕншĕн тесессĕн ытти автомашина водителĕсем те йăнăш тума пултараççĕ. Тинтерех руль умне ларнă водительсем! Хăнăхиччен ачасене хăвăрпа пĕрле машина çине ан лартăр, мĕншĕн тесен çул çине те, хыçалта ларса пыракан ача çине те пĕр вăхăтрах пăхса пыма питĕ кансĕр!

                                                                                                                                                                                                                              Р.ХУСНЕТДИНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика