13 сентября 2014 г.
Чăваш Енĕн мухтавлă ывăлĕн, тĕнчипе паллă космонавтăн, икĕ хут Совет Союзĕн Геройĕн, Шуршăл ялĕнче çуралса ỹснĕ Андриян Николаевăн 85 çулхи юбилейне республикăра анлăн паллă турĕç. Районти ача-пăча библиотеки те çак сумлă уявран айккинче юлмарĕ. Кунта унăн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, космосри вĕçевĕпе паллашма ятарлă кĕнекесен выставкине йĕркеленĕ. Унпа пĕрлех библиотека ĕçченĕсем "Звездный сын земли - Андриян Николаев" буклет хатĕрленĕ. Ача-пăча библиотекине çỹрекен вулавçăсем выставкăпа кăсăкланса паллашаççĕ, кĕнекисене алла илсех тишкереççĕ. Вĕренекенсем "Человек штурмует небо" викторинăна та хаваспах хутшăнчĕç. Хăйсем паллă ентешĕмĕр çинчен мĕн пĕлнине каласа пачĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Унпа чăннипех мухтаннине, ун пек космонавт пулма ĕмĕтленнине пĕлтерчĕç.
М.МОКЕЕВА.
Источник: "Каçал Ен"