13 сентября 2014 г.
Михаил Игнатьев РФ Патшалăх Думин пурăнмалли çурт-йĕр политикипе коммуналлă хуçалăх комитечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕпе Елена Николаевăпа тĕл пулнă. Вăл ЧР Пуçлăхне комитетра тара памалли-илмелли пурăнмалли çурт-йĕрĕн коммерциллĕ мар фондне йĕркелес ыйтăва анлăн сỹтсе явнине пĕлтернĕ. Чăваш Ен унпа малтисен йышĕнче усă курма пултарать. Çурт-йĕр тăкакĕн 10 процентне инвестор саплаштарĕ. Ку меле 2012 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ çуртсенчен çынсене çĕнĕ хваттерсене куçарнă чух ĕçе кĕртĕç. М.Игнатьев ку сĕнĕве ырласа йышăннă.
Е.Николаева тарифсене нумай çуллăха хатĕрлесе çирĕплетни коммуналлă инфратытăма çĕнетме, çакнашкал объектсем çĕнĕрен тума май парассине палăртнă. М.Игнатьев республикăри ертсе пыракан компанисен ĕçне патшалăх енчен витĕм кỹрсе саккунсемпе килĕшỹллĕн лайăхрах йĕркеленине пĕлтернĕ, Чăваш Енпе ĕçлĕ çыхăну тытнăшăн тав тунă.
Источник: "Каçал Ен"