АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вырмана вĕçленĕ, çĕр хатĕр

13 сентября 2014 г.

   Н.И.Васильевăн фермер хуçалăхĕнче палăртнине яланах вăхăтра пурнăçлас тесе тăрăшаççĕ. Вĕсем вырма ĕçĕсене вĕçленĕ ĕнтĕ. Паянхи куна хиртен утта та, улăма та - пĕтĕмпех - пуçтарса кĕнĕ. Кăçал вĕсем 150 гектар çинче кĕрхи культурăсене акса хăварнă. Хăш-пĕр уйри тулă тата ыраш калчисем шăтса тухма та ĕлкĕрнĕ.

   Унпа пĕрлех хуçалăхра кĕрхи çĕртмене вăхăтра тăвас тесе тимлеççĕ. Паянхи куна вĕсем 230 гектар çĕр сухаланă, ĕçе вĕçленĕ. Александр Антонов механизатор МТЗ-1231 тракторпа çĕре дискланă.

    - Çĕре пĕр çул тарăн сухаласа хăваратпăр, тепĕр çулхине ĕçе дискаторпа пурнăçлатпăр. Çакă çĕр пулăхлăхĕпе уй-хир культурисен тухăçлăхне аван ỹстерме май парать, - паллаштарать ĕç-хĕлпе Николай Васильев фермер. Фермер хуçалăхĕнче тăрăшакансем кĕркунне пурнăçлама палăртнă ĕçсене хăвăртрах вĕçлес тĕллевпе кашни кунах ĕçе васкаççĕ. Çанталăк аван чухне тăрăшма та кăмăллăрах.

                                                                                                                                                                                                                              А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика