АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх çирĕп пултăр

13 сентября 2014 г.

   Кăçалхи июлĕн 31-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енре пурăнакансен сывлăхне çирĕплетмелли тата пурнăç пахалăхне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен калакан указа алă пуснă. Унпа килĕшỹллĕн халăх сывлăхне çирĕплетме республикăри кашни муниципалитет "Сывлăх профильне" хатĕрлесе çитерсе йышăнмалла. Вĕсен ял тăрăхĕнче пурăнакансен сывлăхĕ çине мĕн витĕм кỹнине (ĕç тата пурăнмалли çут-йĕр условийĕсем, апатлану, экологи хăрушсăрлăхĕ, вырăнти лару-тăру, обществăлла сывлăх сыхлавĕ, ĕç пурри тата ытти те) тĕрĕслемелле.

   "Сывлăх профильне" çирĕплетнĕ май халăхпа социологи ыйтăмĕ йĕркелени паха. Унпа пĕрлех сывлăх енĕпе ятарлă анкетировани ирттерни те профиль хатĕрлес ĕçре пысăк витĕм кỹрĕ. Республикăра пурăнакан кашни çын ыйтăма хутшăнма пултарать, ăна пурнăçлама район сайтне е ял тăрăхĕн сайтне кĕмелле, ыйтусем çине хуравламалла. "Сывлăх профильне" çирĕплетсен кашни муниципалитетра тата сывлăх аталанăвĕн стратеги планне хатĕрлĕç.

                                                                                                                                                                                                                                А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика