АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм юлташ е тăшман?

10 сентября 2014 г.

    Вĕренỹ çулĕ пуçлансанах Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн уйăхлăхне уçса класс сехечĕ йĕркелерĕмĕр. Çавна май районти пушар надзорĕн инспекторĕ Сергей Юманов 10-мĕш "б" тата 6-мĕш "б" классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Вĕсене енчен те пушар тухас пулсассăн чи малтан мĕн тумаллине каласа пачĕ, вут-çулăмпа мĕнле кĕрешмеллине асăрхаттарчĕ.

     - Çивĕч лару-тăрура çухалса кайма юрамасть. Сăмахран, эвакуаци вăхăтĕнче пур утăма та йăнăшсăр пурнăçламалла, çунакан çуртран тăхтаса тăмасăр тухмалла, кĕçĕн çулхи ачасене пулăшмалла, ятарлă службăсене шăнкăравламалла, - терĕ Сергей Николаевич ачасене. Вĕренекенсем те тĕрлĕ ыйтусемпе кăсăкланчĕç.                      

                                                                                                                                                                                                                               И.СОЛОВЬЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика