АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирус мăкăрлантарма чарĕç-ши?

10 сентября 2014 г.

   Кăçалхи июнĕн 1-мĕшĕнчен Раççейре пирус туртас тĕлĕшпе йышăннă саккунăн иккĕмĕш пайĕ вăя кĕчĕ: чĕлĕм мăкăрлантарма юраман общество вырăнĕсен списокĕ анлăланчĕ. Çапах та чылайăшĕ саккуна пăсма пăрахмасть-ха.

   Халăх шухăшне тĕпчекен институтăн Anketolog.ru сайтĕнчи онлайн ыйтăма пирĕн çĕршывра пурăнакан 1349 çын хутшăннă. Вĕсен 59 проценчĕ пирус туртассипе çыхăннă ыйтăва саккунпа килĕшỹллĕн шайлаштарма тăрăшни тĕрĕс тесе шухăшлать. 32 проценчĕ çапла хакланă: "Тĕрĕс, анчах пĕтĕмпех мар". Респондентсен 8 проценчĕ йышăннă мерăсемпе пачах килĕшмен. Ыйтăма хутшăннисен 28 проценчĕ çĕнĕ саккун чĕлĕм туртакансен правине пăсни çинчен пĕлтернĕ. 36 проценчĕ пируссăр пурăнайманнисемшĕн ку саккун йывăрлăх кăларса тăратманнине йышăннă.

   Ыйтăма хутшăннисен çавăн чухлех пайĕ саккуна пăхăнса пурăнма йывăр маррине, чĕлĕм мăкăрлантаракансене хĕсĕрлеменнине пĕлтернĕ.

   Юлашки 3 уйăхра никотин çăтакан сахалланнине респондентсен 72 проценчĕ туйман, 21 проценчĕ вĕсем чакнине сăнанă, 3 проценчĕ пирус туртакансен йышĕ ỹснине асăрханă.

   Юраман çĕрте чĕлĕм мăкăрлантаракансен шучĕ мĕншĕн чакмасть? Тĕп сăлтав - саккуна пăхăнманни. Ыйтăма хутшăннисен 65 проценчĕ çапла хуравланă. 1 проценчĕ кăна пирус туртакансене юраман çĕрте сайра курнине е пачах асăрхаманнине каланă. 36 проценчĕ саккуна пăсакансене час-часах курать-мĕн.

    Хăш вырăнта ытларах турттаççĕ-ха? Ыйтăма хутшăннисен 65 проценчĕ подъездра, лифтра унашкаллисене тĕл пулать. 54 проценчĕ метро, вокзал, автостанци патĕнче курать. Общество транспорчĕ чарăнакан вырăнсенче респондентсен 44 проценчĕ асăрхать.

    Саккуна пăснă тĕслĕхсене асăрхасан çынсем хăйсене епле тытаççĕ? 58 проценчĕ нимĕн те тумасть. Çав йышри çынсен 28 проценчĕ ăшĕнче тарăхать пулин те сăмах чĕнмесĕр иртсе каять. 17 проценчĕ пирус тĕтĕмĕ чăрмантарать пулсассăн асăрхаттарать, 20 проценчĕ аяккалла пăрăнса утать.

    Пирус туртакансене те ыйту панă. Вĕсен саккуна пăсма тивнĕ-ши? "Нихăçан та, саккуна яланах пăхăннă", - тесе 19 проценчĕ хуравланă. 3 проценчĕ пĕр хут ăна пăснă, 31 проценчĕ - сайра хутра, 16 проценчĕ юраман çĕрте яланах туртать. Мĕн сăлтавпа? 59 проценчĕ урăх çĕрте туртма май çуккине палăртать, 25 проценчĕ саккунпа килĕшесшĕн мар.

    Тĕп сăлтавсенчен пĕри, ахăртнех, - йĕрке хуралçисем саккуна пăсакана штрафламанни, иртен-çỹрен шарламанни. Полици ĕçченĕсем юраман çĕрте пирус туртнисен 88 процентне нихăçан та штрафламан, асăрхаттарман.

    Саккун пĕлтĕр вăя кĕнĕ хыççăн усал йăларан 1 проценчĕ писнĕ, ыттисем чунри вăй-хал çирĕплĕхне саккунпа çыхăнтармаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика