10 сентября 2014 г.
Сентябрĕн 5-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă наци паттăрĕ, СССР виççĕмĕш космонавчĕ, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ А.Г.Николаев çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа пысăк уяв иртнĕ.
Мероприятие космонавтăн хĕрĕ Е.А.Терешкова-Николаева, унăн мăшăрĕ тата ывăлĕ Андрей, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ А.А.Леонов, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ П.И.Климук, Раççей Федерацийĕн летчик космонавчĕ, РФ Геройĕ О.В.Новицкий, РФ летчик-космонавчĕ, Раççей Федерацийĕн Геройĕ Ю.М.Батурин, СССР летчик-космонавчĕ, Совет Союзĕн Геройĕ А.Я.Соловьев, космонавтсене хатĕрлеме пулăшаканĕ, Ю.А.Гагарин ячĕллĕ наукăпа тĕпчев центрĕн аппарат ертỹçи В.И.Плакида тата ытти официаллă хăнасем, республикăра пурăнакансем пуçтарăннă.
Митингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республики паллă ентешĕмĕрпе чăнахах та мухтаннине, мăнаçланнине каланă. Елена Терешкова-Николаева Чăваш Ен çыннисене унăн ашшĕне çакăн пек пысăк хисеп тунишĕн чĕререн тав тунă. "Чăваш Ене эпĕ яланах пысăк хумханупа килетĕп. Паян ытти чухнехинчен икĕ хут тата ытларах хумханатăп. Пысăк, паллă пулăм. Атте пурăннă пулсан, 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Ырă та пархатарлă чăваш çĕрĕ çинче унăн чи çывăх тусĕсем, тăванĕсемпе пĕр ялта пурăннă çынсем пухăннă. Атте Чăваш Енре çуралса ỹснишĕн яланах мăнаçланатчĕ. Вăл яланах "эпĕ- чăн-чăн чăваш", тесе калатчĕ", - аса илнĕ ашшĕн сăмахĕсене вăл. Пухăннă шкул ачисене, Андриян Николаев пек, пурнăç çулне çирĕп утса тухма вăй-хал суннă.
Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ Алексей Леонов Андриян Николаевăн пурнăç шăнăрĕн тытăмĕ çинчен каласа хăварнă: "Чăваш Ене юратса пурăнатăп, Раççее шанатăп!" - тенĕ яланах паттăр летчик-космонавт. "1944 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн, Андриян техникума вĕренме кĕнĕ. Анна Алексеевна, унăн амăшĕ, кĕнеке сумкине çиме тăватă çĕр улми чиксе панă. Çакăнтан пуçланнă та унăн пурнăçĕ. Пурнăçра мĕн кирлине пĕтĕмпех харпăр хăйĕн тумаллине вăл пуринчен те ытларах пĕлсе тăнă", - тесе аса илнĕ унăн сăмахĕсене Алексей Леонов.
Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ, СССР летчик-космонавчĕ П.Климук хăйĕн савăк кăмăлĕ çинчен каласа хăварнă. "Эпĕ 15 çул Чăваш Енре пулман. Паян хам куçпа курса савăнтăм. Самолетпа вĕçсе килнĕ чухне уй-хирсем çине пăхса килентĕм. Ял хуçалăхĕ мĕн тери аталанса пырать. Эпĕ Раççейре Чăваш Республики пулнишĕн, чăнахах та мăнаçланатăп", - тесе хавхаланса пĕлтернĕ хăйĕн савăнăçĕ çинчен сумлă хăна. Пысăк хăнасем Сĕнтĕрвăрринче космонавта хисеп туса ирттернĕ спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерỹçисене саламланă çĕре хутшăннă. Андриян Николаева асăнса, унăн вил тăпри çинче шăп тăрса, чĕрĕ чечек çыххисем хунă.
Шуршăлти уяв хыççăн республика Пуçлăхĕ Елена Терешкова-Николаевăпа тата летчик-космонавтсемпе Шупашкарти А.Г.Николаев летчик-космонавт ячĕллĕ 10№-лĕ шкула çитнĕ, савăнăçлă линейкăна хутшăннă.
Источник: "Каçал Ен"