АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç урапи çаврăнать

06 сентября 2014 г.

     Василий Никифоровичăн чи асра юлнă саманчĕсенчен пĕри - 1959 çулта комсомол путевкипе çерем çĕрсем уçма кайни.

     - Вырăна çитсен механизаци шкулĕнче пĕлỹ пухрăм, ДТ-54 трактор пачĕç. Çĕр сухаланă, тыр-пул пиçсе çитсен комбайн çине лартăм. Ỹркенмен, шанса панă ĕçе вăхăтра пурнăçланă, - тет иртнине аса илсе вăл.

    1964 çулта Василий Вăрнар тăрăхĕн хĕрĕпе Ольгăпа çемье çавăрнă. Хĕр-упраç вăл вăхăтра Комсомольски районĕнче тĕп зоотехникра ĕçленĕ. Çав тери пултаруллă, маттур хĕре куç хывнă Василий. Василий Никифорович Шупашкарти коопераци техникумĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт райпора плановикра, статистикра, товароведра та вăй хунă. Çавăн пекех Комсомольскинчи сельхозтехникăра тракторист, столяр-платник пулса ĕçленĕ.

    Тивĕçлĕ канура та алă усса ларман арçын, ял хуçалăхĕнче тăрăшнă: сĕт-çу ферминчи алăксене вырнаçтарнă, урай сарнă, чỹречесем лартнă. Ял çыннисем пулăшу ыйтсан та нихăçан та хирĕçлемен. Паянхи кун та вăл кỹршĕ-арша çавасем туптаса, аврисене улăштарса, хачăсене хăйраса парать.

    Юрра-ташша ăста арçын пушă вăхăтра "Каçал" халăх фольклор ансамбльне çỹрет. 13 çул юрлать вăл çак ушкăнра. Çак вăхăтра нумай-нумай хулана çитсе курнă Василий Никифорович. Пултаруллă çынна ял-йыш хисеплет, сума сăвать. Кĕçĕн Каçалта пурăнакан Юрий Кокорев ăна иккĕмĕш атте тесе чĕнет. Шăпах Василий Никифорович ăна ача чухне шыва путнă çĕртен çăлса хăварнă. Василий Никифорович ывăл-хĕрĕсемпе, кĕрỹшĕ-кинĕсемпе, мăнукĕсемпе савăнать. Вĕсем çумра пулнăран вăл телейлĕ.

                                                                                                                                                                                         Георгий ТУСЛИ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика