АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче уçлăхĕнчен те курăнĕ

06 сентября 2014 г.

    Андриян Николаев космонавт ентешĕсем мухтавлă ывăлĕ çуралнăранпа 85 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Шуршăлти космонавтика музейĕ çак кун тĕлне 20 яхăн мероприяти ирттерме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - "Уйри агросăн" проект. Унăн авторĕ - Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакан пуçаруллă çын, профессиллĕ спортсмен тата предприниматель Юрий Иванов. Вăл çак ỹкерчĕке тума темиçе мел сĕнет. Чи ансатти тата йỹнни ỹснĕ курăка ятарлă технологипе çуласси е палăртнă вырăнсене кĕлпе сапса сăн ỹкерчĕк тăвасси. Е тĕрлĕ йывăç-тĕм лартса. Урăхла вариант та сĕнекен сахал мар.

   - Ку проект пĕр çулта пурнăçламалли ĕç мар, вăл вăрах пытăр тата пахалăхлă пултăр. Çавăнпа эпир ăна темиçе тапхăрпа туса ирттересшĕн, - пĕлтерчĕç пĕр шухăшлăн Шуршăл ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Владимир Алексеевпа А.Г.Николаев космонавтăн Шуршăлти музей комплексĕн директорĕ Александр Тумаков. Сăн ỹкерчĕк тĕнче уçлăхĕнчен курăнмалла. 200-500 пин тенкĕ тăкакланĕ.

   Ăна чăваш халăхĕн ырă йăли-йĕркипе - ниме йĕркипе - тума йышăннă. Ятарлă счет уçнă. Укçа-тенкĕ хывма кăмăллакансем валли "Симĕс лапам" общество фончĕн реквизичĕсем: 428027, г.Чебоксары, ул.Энгельса, д.3, корп.1. Т/ф: 8(8352) 62-00-70, 62-43-35. ИНН 2130998714 КПП213001001 ОГРН 1122100000252 Р/счет 40703810800000015539 в АКБ "Чувашкредитпромбанк" ОАО БИК 049706725 к/с 30101810200000000725.      

   Агросăн 3 гектар йышăнĕ. Кун пеккки хальлĕхе Раççейре те çук. Специалистсем палăртнă тăрăх вăл ял туризмĕн аталанăвне пысăк витĕм кỹмелле.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика