АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют çĕршыв çыннисем пурăнаççĕ

06 сентября 2014 г.

    Раççей Федерацийĕнчи миграци лару-тăрăвĕ паянхи кун питĕ çивĕч. Ун çине пысăк тимлĕх уйăрмалла, килен-каян çынсене тĕрĕслесех тăмалла.

    РФ УФМСĕн районти уйрăмĕ кăçалхи январь-август уйăхĕсенче ют çĕршывăн 115 гражданинне учета илнĕ, пĕлтĕр вĕсем 183-ĕн пулнă. Вĕсенчен 9-шĕ пурăнакан вырăнта регистрациленнĕ, 106-шĕ - çитнĕ вырăнта. Граждансем Украинăран, Азербайджанран, Латвирен, Арменирен, Грузирен, Кăркăсстанран, Молдавирен, Туркменирен, Узбекистанран, Афганистанран килсе çитнĕ.

    Районта вăхăтлăх пурăнма 19 гражданин ирĕк илнĕ, ют çĕршывран килсе çитнĕ 20 çын ялан пурăнакан вырăнта тĕпленнĕ. Вĕсенчен 6-шĕ тĕрлĕ çĕрте ĕçлет те. 2014 çулта 21 гражданин уйрăм çынсем патĕнче тăрăшма патент илнĕ.

                                                                                                                                                                                                                                       А.ГАЛКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика