АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризма хирĕç кар тăрар

06 сентября 2014 г.

    Сентябрĕн 3-мĕшĕ - терроризмпа кĕрешекенсен пĕрлĕх кунĕ. Çак кун пирĕн çĕршывра террорла актсенче хĕсмет тивĕçне пурнăçласа вилнĕ çар çыннисене, право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене, заложника лексе вилнисене асăнса пуç таяççĕ. Пĕрлĕх кунне халалласа пирĕн республикăри организацисемпе вĕренỹ учрежденийĕсенче пуç тайăм сехечĕсем, шăплăх минучĕсем, çамрăксен "Терроризма - çул çук!" акцийĕсем, тактика тренировкисем тата ытти мероприятисем те иртрĕç.

    Шăпах çак кун информаци буклечĕсен, листовкăсен "Эпир пурте терроризма хирĕç" республикăри конкурсĕ старт илнĕ. Конкурса Бесланри 10 çул каяллахи инкекре шар курнисене халалланă. Унăн йĕркелỹçисем - ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин, Шалти ĕçсен министерствисем тата Раççей МЧСĕн Чăваш Енри Тĕп управленийĕ. Конкурса аслă тата профессиллĕ вĕренỹ заведенийĕсен 1-2-мĕш курссен студенчĕсем, шкулсенче 5-11 классенче пĕлỹ пухакансем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕсем хутшăнма пултараççĕ. Заявкăсене çак адреспа ярса памалла: Шупашкар хули, Афанасьев урамĕ, 13-мĕш çурт, 7-мĕш пỹлĕм.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика