АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Экономкласлă çуртсем хăпартма - çĕр

06 сентября 2014 г.

   Сентябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра "Çурт-йĕр строительствин аталанăвĕн пулăшу фончĕн ("РЖС" фонд) генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа тĕл пулнă. Çурт-йĕр тумалли проектсем республикăра епле пурнăçланнине тата чикĕлемен çĕр лаптăкĕсене пырса тивекен ыйтусене сỹтсе явнă.

    Александр Браверманн ЧР Министрсен Кабинечĕпе "РЖС" фончĕн килĕшĕвĕ пахалăхлă ĕçленĕшĕн Михаил Игнатьева тав тунă. Унпа килĕшỹллĕн 6,3 гектар çĕр лаптăкĕ çинче пурăнмалли 4 çурт тата 2 ача сачĕ хута кайнă.

   2011 çулта Çĕрпỹ хулинче 1226,7 тăваткал метр çурт-йĕр, 11 коттедж хăпартнă. Халĕ вара çитес вăхăтра 20 гектар çĕр лаптăкне хута кĕртме палăртнă, 2018 çулччен унта нумай хутлă 10 çурт тата уйрăм çынсем валли 16 çурт хута ямалла, вĕсенчен 50 проценчĕ - экономкласлă. 2013 çулта 30 хваттерлĕ çурта, кăçал май уйăхĕнче 30 хваттерлĕ блок-секцие, июньте 16 коттеджа эксплуатацие панă, декабрь уйăхĕнче 60 хваттерлĕ икĕ çурт хута каймалла.

    Паянхи кун тĕлне Çĕрпỹ хулинче экономкласлă çурт-йĕр тума территори проектне вĕçлесе пыраççĕ. Федераци фондĕнчи 9 çĕр участокне (60 гектар) çурт-йĕр тума уйăрĕç. Михаил Игнатьев Александр Бравермана "РЖС" фончĕ пулăшнипе çурт-йĕр тума, строительство индустрийĕн производство обьекчĕсене хăпартма тата 85 çĕр участокне ĕçе кĕртес ыйтăва пăхса тухма сĕннĕ. Ĕçлĕ тĕл пулура асăннă проектсене тапхăрăн-тапхăрăн пурнăçлассине сỹтсе явнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика