АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ен спортпа туслине пурте пĕлччĕр

06 сентября 2014 г.

   Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум иртет. Унта тĕнчери, Раççейри паллă спортсменсем, хăнасем килмелле. Форума ирттерме хатĕрленеççĕ.

   Сентябрĕн 2-мĕшĕнче Республикăри йĕркелỹ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Хăнасене, спортсменсене вырăна çитме октябрĕн 10-11-мĕшĕсенчен Мускавран Шупашкара хушма рейссем уçăлĕç, пуйăспа 1650 çын килмелле, автомобильсемпе 11 делегаци - 200 çын. Вĕсем валли справка тата диспетчер службисем йĕркелĕç. Халăха турттарма лайăх, хăтлă автобуссем уйăрĕç. Автобуссенче республика аталанăвĕпе, чăваш халăх йăли-йĕркипе, культурипе, историпе паллаштаракан фильмсем кăтартни хăнасемшĕн кăсăклă пулассине палăртнă Пуçлăх.

   Шупашкарти кашни хăна çуртĕнчех сувенирсем валли ятарлă вырăн уйăрĕç. Тĕп хулари çĕвĕ фабрикисем волонтерсем валли ятарлă тумсем çĕлеççĕ. Вĕсем валли вара галстуксем, çумăрта тăхăнмалли пĕркенчĕксем (дождевик), сумкăсем хатĕр. Çак тума хулари спорт лавккисенче, хăна çурчĕсенче те туянма пулĕ. Форума хутшăнакансем валли ятарлă паллăллă калпаксемпе шарфсем хатĕрлĕç. Пурĕ 495 волонтер хутшăнать çак форума. Вĕсенчен ытларахăшĕ Хусанта иртнĕ спорт форумĕн, Сочири Олимп вăййисен ĕç-хĕлне хутшăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика