03 сентября 2014 г.
Умра - çĕнĕ вĕренỹ çулĕ. Çавна май чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен методика пĕрлешĕвĕн кăçалхи ларăвĕ Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕнче пулчĕ. Икĕ район пĕрлешĕвĕ пĕр-пĕрин опычĕпе паллашса тĕрлĕ ыйту сỹтсе яврĕ. Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентес ĕçри çĕнĕлĕхсемпе йывăрлăхсем, чăвашлăха упраса хăварасси, ялти ачасем вырăсланса пыни тата ытти нумай ыйту хумхантарчĕ вĕрентекенсене. Вĕренỹ çулĕнче пулса иртекен юбилейсене, чăваш поэзийĕн классикĕсен К.В.Ивановпа Çеçпĕл Мишши юбилейĕсене, тивĕçлĕ шайра ирттермеллине палăртрĕç. Елчĕк районĕн методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи, Çирĕклĕ Шăхаль вăтам шкулĕн директорĕн çумĕ Н.А.Левая ĕçри çитĕнĕвĕсемпе тата вĕренỹри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ. Çĕр чăмăрĕ çинче 6 пине яхăн чĕлхе теççĕ. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ çухалса пырать.
Мĕн тумалла-ха чĕлхене упраса хăварас тĕлĕшпе? Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлекен социолингвист Эктор Алос и Фонт тĕпчевĕсем тăрăх чăвашлăха упрасси пĕр хамăртан çеç килет. Тĕслĕхрен, ял, учреждени ячĕсене, шкулсенчи нумай стенда тăван чĕлхепе çырма кам чарать пире? Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре те чăрмавсем сахал мар. Чăваш чĕлхипе ачасем çулсерен тытакан экзамена хăй ирĕкĕпе тытмаллисен шутĕнче хăварни, тăван ен культура предмечĕ вырăнне искусство предметне вĕрентме сĕнни те чĕлхемĕре упрас çул-йĕртен пăрать. Ку енĕпе тахçанах чан çапма вăхăт çитнĕ. Чунне ыраттарса хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем.
Комсомольски районĕнчи методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи С.Г.Индюкова вĕрентекенсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, малашне те тачă çыхăнура ĕçлемеллине палăртрĕ, туслă çыхăнăва малалла та аталантарассине шантарчĕ. Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г.В.Тимофеева ачасен вулас туртăмне ỹстересси пирки, Нĕркеç вăтам шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Н.К.Ефремова чăваш халăх поэчĕн Г.Айхин юбилейĕ тĕнче шайĕнче те паллă вырăн йышăнни çинчен тухса калаçрĕç. Ĕçлĕ тĕл пулу пуриншĕн те усăллă пулни куç кĕретех.
С.ИНДЮКОВА.
Источник: "Каçал Ен"