АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыйтăва канашлура уçăмлатаççĕ

03 сентября 2014 г.

  Июль уйăхĕнче Мускавра РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевăн тĕл пулăвĕнче "Тракторные заводы" концерна пулăшмалли майсене пăхса тухни пирки пĕлтернĕччĕ. Хальлĕхе ку енĕпе мĕн пурнăçланă? Ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Михаил Вансяцкий хуравлать: - Михаил Игнатьев Раççей Президентне "Тракторные заводы" концерн 2014-2015 çулсенче хамăр çĕршывра кăларнă техникăн (тракторсем, экскаваторсем, тиекен машинăсем, ишекен вездеходсем тата ыттисем те) çĕнĕ йышши моделĕсене производствăна кĕртме планланине пĕлтернĕ. Анчах та çакна пĕтĕмпех пурнăçлама маларах хывнă кредит ресурсĕсене тавăрассипе çыхăннă ыйтусене уçăмлатманни чăрмав кỹрет. Сăмах 47 миллиарда яхăн тенкĕ укçа пирки пырать. Республика пуçлăхĕ "Внешэкономбанк" патшалăх корпорацине "Тракторные заводы" концерн кредичĕсен саплаштарăвне уйрăммăн пăхса тухма тата РФ Президентне Владимир Путина çак ыйтăва татса парассипе пулăшу кỹме ыйтнă. Раççей Президенчĕн хушăвĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн сĕнĕвĕсене сỹтсе явнă, РФ Суту-илỹ тата промышленноç министерстви вĕсемпе килĕшнĕ. Парăм укçине реструктуризацилес ыйтăва сентябрь уйăхĕнче Внешэкономбанкăн Сăнав совечĕн канашлăвĕнче пăхса тухаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика