АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нỹхреппе пĕлсе усă кур

30 августа 2014 г.

     Çуллахи вăхăтра кил хуçи хĕрарăмĕсем хĕле хатĕрленсе çырларан компот, варени, пахча çимĕçрен тĕрлĕ салат тăваççĕ. Лайăх упранччăр тесе вĕсене нỹхрепе вырнаçтараççĕ. Çавăнпа та вăл яланах юсавлă пулмалла. Çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратмалла мар. Анчах та нỹхреппе усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнаççĕ-ши? Пур чухне те мар çав.

    Сăмахран, нỹхрепе электричество кĕртнĕ пулсассăн проводка юсавлăхне тăтăшах тĕрĕслесе тăмалла. Çутă çук пулсассăн, çуртапа е краççын лампипе усă ан курăр, пушар тухас хăрушлăх пысăк. Нỹхрепре яланах таса, тирпейлĕ пулни вырăнлă. Унпа усă курман чухне унăн "çăварне" уçса хурса уçăлтармалла.

    Нỹхрепе аннă чухне çав тери асăрхануллă пулăр. Çак ĕçе пĕччен мар, иккĕн пурнăçлама тăрăшăр. Енчен те хăвăра япăх туйса илтĕр пулсассăн каялла тухăр е сире тепĕр çын пулăшĕ. Вăл сире çăлса хăварĕ. Енчен те çын нỹхрепре выртнине асăрхарăр пулсассăн, тỹрех "01" е "112" номерсемпе шăнкăравлăр, васкавлă пулăшу чĕнĕр.

                                                                                                                                                                                                                                 Н.НАЗАРОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика