30 августа 2014 г.
Федерацин наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан службин ЧР управленийĕ 2014 çулăн пуçламăшĕнче Чăваш Ен территорийĕнче интернет урлă синтетика наркотик хатĕрĕсене сутассине йĕркелесе тăракан преступниксен ушкăнĕ ĕçленине пĕлнĕ.
Управлени сотрудникĕсем оперативлă шырав мероприятийĕсем ирттернĕ май, наркотик хатĕрĕсемпе суту-илỹ тăвакансем мĕнле йĕркепе ĕçленине тата преступниксен ушкăнĕн йышне кĕске вăхăтрах палăртма пултарнă. Преступниксем интернетра ятарлă сайтсенче форумсем йĕркеленĕ, çырусем çỹретнĕ. Наркотик хатĕрĕн 1 грамне 500 тенкĕпе сутнă йĕркелỹçĕсем, тавар туянакансем укçа-тенкĕпе электронлă майпа саплашнă. Яланхи клиентсем валли ятарлă акцисем йĕркеленĕ. Çак ĕçе йĕркелекенсем Украина гражданĕсем пулни паллă. Хăйсен йышне вĕсем Украина, Бельги тата Раççей гражданĕсене явăçтарнă.
Тата çакă та паллă пулнă: Шупашкар хулинче Украина гражданĕсем - йĕркелỹçĕсен шаннă çыннисем "ĕçлеççĕ", вĕсем Шупашкара 1-2 уйăхлăха "вахта мелĕпе" килсе çỹреççĕ. Чи кăсăкли çакă - преступниксен ушкăнĕн наркотик салатакан аялти сыппинчи членĕсем хăйсене йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем тытса чарас пулсан "заказчиксем" пирки пĕр информаци те пĕлтерме пултарайман. Ушкăн Шупашкарсăр пуçне Йошкар-Ола хулинче те тымар янă.
2014 çулхи утă уйăхĕнче управленин экспертпа криминалистика, спецназ уйрăмĕсем тата кинологсем хутшăннипе преступниксен ушкăнне тытса чарассипе оперативлă шырав мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Вĕсем Шупашкарти тата Йошкар-Олари преступниксен ушкăнне пĕр вăхăтрах тытса чарнă, 500 грамм синтетика наркотикне (унран 3 килограмм туртмалли хутăш хатĕрлеме пулать), вуншар сим-картăпа банк картти, ноутбук, телефон тытса илнĕ. Ушкăнăн 9 участникне тытса чарнă, вĕсем тĕлĕшпе 11 уголовлă ĕç пуçарнă. Хальхи вăхăтра ыттисене тата наркотиксен тĕлĕсене тупса палăртас ĕç пырать.
Источник: "Каçал Ен"