30 августа 2014 г.
Вĕренỹ çулĕ пуçланиччен педагогсем кашни çулах конференци йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Кăçал ăна Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта августăн 21-22-мĕшĕсенче йĕркелерĕç пулсассăн, районта вăл августăн 25-26-мĕшĕсенче иртрĕ.
Малтанхи кунхине вĕрентекенсем секцисенче пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, конференцире çĕнĕлĕхсемпе кăсăклантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç, малашнехи тĕллевсене палăртрĕç. 2014 çулхи педагогсен конференцийĕн тĕп теми - математика тата чăн наукăсене вĕрентессин пахалăхне ỹстересси, аталанма майсем туса парасси. Сăмахран, юлашки вăхăтра Раççейре çак предметсене вĕрентекен ăста педагогсем çитменни те куç кĕрет. Апла пулсассăн математика, хими, физика, биологи предмечĕсене пысăк тимлĕх уйăрма вăхăт.
Район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн пуçлăхĕ Николай Максимов та хăйĕн докладĕнче çак темăна уйрăмах анлă çутатрĕ, тĕллевсене палăртрĕ. Вăл педагогсене çĕнĕлле ĕçлемеллине, инноваци программисемпе тухăçлăн усă курмаллине каларĕ. Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма, наука ĕçĕсене пурнăçлама, конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнма районти вĕренỹ учрежденийĕсенче майсем çителĕклĕх. Математика тата чăн наукăсемпе пĕлỹ паракан педагогсем пурте аслă пĕлỹллĕ, вĕсенчен 29,7 проценчĕ - аслă категориллĕ.
- 12 вăтам тата 6 тĕп шкулта математика, хими, физика, биологи пỹлĕмĕсем техникăпа пурлăх бази енчен пуян: 12 класра интерактивлă доскасем, вĕренỹре усă курмалли 520 компьютер пур, вĕсенчен 193-шĕпе çăмăллăнах интернета тухаççĕ. Вĕренỹ учрежденийĕсене модернизацилесси программăпа килĕшỹллĕн 6 шкулти биологи, хими, физика, географи пỹлĕмĕсем валли çĕнĕ йышши оборудовани уйăрнă, - паллаштарчĕ вăл. Çавăн пекех ачасене профильлĕ вĕренỹ парас енĕпе те калаçу пулчĕ. Сăмахран, пĕлтĕр 10-11 классенче вĕренекенсен 90 проценчĕ çак мелпе вĕреннĕ. Районти 4 шкулта 70 ача çеç математика тата чăн наукăсене суйласа илнĕ. Шел пулин те, профиль вĕренĕвне суйласа илнĕ 15 ача кăна физика предмечĕпе, 2-шĕ биологипе тата 5-шĕ химипе ППЭ тытнă. Балсем пысăк мар. Николай Аркадьевич ППЭ кăçалхи кăтартăвĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вĕсем начарах мар пулин те пăшăрханмалли сăлтавсем пур-ха. 161 выпускник ППЭ тытнă. Вĕсенчен 7-шĕ чи пĕчĕк - 20 балл - пухайман. Иккĕмĕш хут экзамен тытнă хыççăн та 4-шĕ кăçал алла аттестат илеймен. Математика предмечĕпе районти вăтам балл - 43,9 (Раççейре - 39,63, Чăваш Енре - 47,60), вырăс чĕлхипе - 60,29 (Раççейре - 62,5, Чăваш Енре - 67,37).
Апла пулсассăн 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче пурнăçламалли чылай-ха. Педагогсен тĕп тĕл-левĕ - çĕнĕ йышши технологисене алла илсе, çĕнĕлле аталанса ачасене тарăн пĕлỹ парасси. Вĕренỹ тытăмĕнче ĕçлекенсен шалăвĕн вăтам виçи 2008 çулта 7549,7 пин тенкĕпе танлашнă. 2014 çулхи официаллă кăтартусем çапларах: шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ - 15827 тенкĕ, шкулсенче -18101 тенкĕ, аслă вĕренỹ заведенийĕсенче - 20687 тенкĕ. Юлашки виçĕ çулта Чăваш Енре 23 ача сачĕ хута кайнă, вĕсенчен пĕри районта, çакă хушма 3870 вырăн йĕркелеме май панă. Хальхи вăхăтра садик черетĕнче 3 çултан иртнĕ ачасен шучĕ республикипе - 2,2 пин. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче республикăра пурĕ 1076 вĕренỹ учрежденийĕ ĕçлĕ. Вĕсенче 351 пин ачана пĕлỹ тата воспитани парассишĕн 42,4 пин педагог тăрăшĕ. Районти вĕренỹ учрежденийĕсенче пурĕ 960 педагог ĕçлĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"